Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, — Вӑрнар районӗн хаҫачӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1930 ҫулхи чӳкӗн 1 «Социализм ҫулӗпе» ятпа тухнӑ. 1962 ҫулта хаҫата хальхи ята панӑ.
Пӗрремӗш редакторӗ Комаров Иван Тимофеевич пулнӑ. 2000 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн хаҫатӑн тӗп редакторӗ вырӑнне Фомина Альбина Дмитриевна йышӑнать.
2005 ҫулта хаҫата Республика Кунне хатӗрлес тата иртерес ӗҫе хастарлӑ хутшӑннӑшӑн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ тав ҫырӑвне ярса панӑ.

Хаҫата «Вӑрнарти издательство ҫурчӗ» кӑларать.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Чӑваш Енӗн периодикӑллӑ кӑларӑмсем



Тулли верси :: Статья каҫми